Ильина Елена Николаевна Инҫет ҫӑлтӑр ҫути илӗртет Класс тулашӗнчи заняти 3-мӗш класс валли 2011çул




Скачати 92.88 Kb.
НазваИльина Елена Николаевна Инҫет ҫӑлтӑр ҫути илӗртет Класс тулашӗнчи заняти 3-мӗш класс валли 2011çул
Дата конвертації16.03.2013
Розмір92.88 Kb.
ТипУрок
uchni.com.ua > Астрономія > Урок
Тушкилти вӑтам шкул

Ильина Елена Николаевна

Инҫет ҫӑлтӑр ҫути илӗртет

Класс тулашӗнчи заняти

3-мӗш класс валли

2011çул

Класс тулашӗнчи заняти - 3-мӗш класс валли

(Апрелӗн 12-мӗшӗнче ирттермелле)

Тема: Инҫет ҫӑлтӑр ҫути илӗртет.

Тӗллевӗ: ачасене космонавтика историйӗпе, малтанхи космонавтсемпе, космонавтсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарасси; вӗсен тавракурӑмне, таврапӗлӗвӗсене анлӑлатасси; ӗмӗт туйӑмне уҫӑлма пулӑшасси.

Вӗренÿ хатӗрӗсем: планетӑсен ÿкерчӗкӗсем; компьетерпа тунӑ презентации, танграмма, аудиозапиь «Левитан Гагарин вӗҫевӗ ҫинчен пӗлтерни»

^ Урок йӗрки. Эпиграф. Тÿпере пин-пин ҫут ҫӑлтӑр

Йӑлкӑҫҫӗ йӑлтӑр-йӑлтӑр.

Кам-ши ҫутнӑ вӗсене?

Ма ÿкмеҫҫӗ ҫӗр ҫине?

(А. Ильин)

  1. Актуаллӑх.

Мӗн авалтан ҫӑлтӑрлӑ тÿпе, уйӑх, хӗвел ҫынна илӗртнӗ, тӗлӗнтернӗ, ӑнланас, пӗлес туртӑма вӑй панӑ. Авалхи грексен Дедалпа Икар ҫинчен калакан юмахӗ те ҫавнах ҫирӗплетет. Икар Хӗвел патне ҫитес тесе тӗксем пуҫтарса, вӗсене ӑвӑспа ҫыпӑҫтарса ҫунатсем тӑвать, хӗвел патне хӑпарать. Хӗвел хӗрÿлӗхӗ ӑвӑса ирӗлтернине пула океанра путса вилет, тенӗ юмахра. (Слайд)

Нимӗҫ писателӗ Рудольф Эрих Распэ геройӗ барон Мюнхгаузен вара уйӑх ҫине пӑрҫа хӑмӑлӗ тӑрӑх хӑпарать. Этемлӗх мӗн авалтан уҫлӑха ҫитме ӗмӗтленнӗ. Писатель-фантастсем ҫынсен ӗмӗчӗсене хӑйсен кӗнекисенче ҫырса кӑтартнӑ, сӑмахран Жюль Верн «Полёт на Луну», А. Толстой «Аэлита».

1-мӗш ача: Тÿпере инҫет ҫут ҫӑлтӑр

Ялкӑшса куҫне хӗсет.

Пуҫне каҫӑртнӑ та Сантӑр

Ҫӑлтӑрпа темскер пуплет.

Ҫӗр ҫинчи миҫе пин ҫын

Ҫÿлелле ҫапла пӑхман-ши?

Ӗмӗт кайӑкӗ ҫинче

Уҫлӑха ҫитсе килмен-ши?

^ 2. Темӑпа ҫыхӑнтарасси.

Паян, ачасем, ушкӑнпа ӗҫлӗпӗр. Уҫлӑха ҫул тытма экипажсем хатӗр-и? Эпир мӗнле планета ҫинче пурӑнатпӑр? Ачасем, эсир уҫлӑх ҫичен мӗн пӗлетӗр?

- … (ачасен хуравӗсем)

Хӗвел ҫӗр миллиард ҫӑлтӑрсенчен пӗри. Ҫав ҫӑлтӑрсем Хур кайӑк ҫулӗ, вырӑсла « Млечный путь» ятлӑ ҫӑлтӑрсен хули, галактика, тӑваҫҫӗ. Галактикӑсем татах пур, вӗсем тӗрлӗ формӑллӑ пулаҫҫӗ. Пирӗн галактика спираль евӗрлӗ. Вӑл ҫаврӑнать. Ҫак галактикӑра Хӗвел системи вырнаҫнӑ. (Слайд) Ун ҫинчен эсир мӗн пӗлетӗр?

- ….(Ачасем 9 планета, спутниксем ҫинчен калаҫҫӗ)

Халӗ экипажсем Хӗвел системин модельне тӑваҫҫӗ.

(Ачасем плакатсем ҫине планетӑсен ÿкерчӗкӗсене кирлӗ пек вырнаҫтараҫҫӗ.)

  1. ^ Космонавтика историйӗ.

Эпир Ҫӗр планета ҫинче пурӑнатпӑр. Ҫӗр туртӑмне ҫӗнтерсе уҫлӑха хӑпарма питӗ пысӑк хӑвӑртлӑх кирлӗ. Тупмалли юмах итлӗр-ха.

Ҫак кайӑкӑн ҫунат ҫук.

Тӗлӗнмесӗр май та ҫук.

Хÿрине сарса ярать,

Ҫӑлтӑрсем патне васкать. (Ракета)

Ҫапла, питӗ пысӑк космос хӑвӑртлӑхӗпе ракета ҫеҫ вӗҫме пултарать. (Слайд) ,

Уҫлӑха тухасси ракетӑсем тӑвассинчен пуҫланнӑ. Ҫав ракетӑсем вара уҫлӑха тӗрлӗ спутниксем, зондсем илсе ҫитереҫҫӗ. (Слайд)

^ Зондсем Уйӑха, Хӗвел системинчи планетӑсене сӑнаса тӑма, тӗпчеме пулӑшаҫҫӗ.

Спутниксем – уҫлӑхра вӗҫсе ҫÿрекен кӑткӑс аппаратсем, вӗсем телевидении, телефон ҫыхӑнӑвне йӗркелеме, ҫутҫанталӑка сӑнама, малашне мӗнле ҫанталӑк пулассине пӗлме пулӑшаҫҫӗ.

1957-мӗш ҫулта юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Совет Союзӗ (пирӗн ҫӗршывӑн ячӗ ун чухне ҫавӑн пек пулнӑ) пӗрремӗш искусственнӑй спутнике уҫлӑха кӑларнӑ. (Слайд.) Ҫав ҫулах чÿкӗн 3-мӗшӗнче уҫлӑха чӗрӗ чун, Лайка йытӑ, хӑпарнӑ. Шел пулин те Лайка каялла килеймен, ун чухне спутниксене каялла тавӑрма пӗлеймен.

1960- мӗш ҫулта ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Белка тата Стрелка йытӑсем уҫлӑха ҫитсе Ҫӗр тавра 18 хут ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн каялла таврӑннӑ. (Слайд)

- Ачасем, ҫынсенчен уҫлӑхра кам пулнӑ-ши чи малтан?

  1. ^ Ю. А. Гагарин ҫинчен каласа пани.(Слайд)

(Учитель каласа пани). Юрий Алексеевич Гагарин Смоленск облаҫӗнчи Гжатск районӗнчи Клушино ялӗнче пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 1934 –мӗш ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл вӗренме юратакан, ӗҫчен ача пулнӑ. Килти ӗҫе нихӑҫан та тумасӑр килмен. Ырӑ кӑмӑллӑ, пулӑшма юратакан, хаваслӑ ача пулнӑ. Юрлама та, ташлама та ӑста пулнӑ. Сӑвӑсене куҫҫуль тухмалла вулама пултарнӑ. Салтака кайсан вӑл Чкалов ячӗллӗ ҫар авиаци училищинче вӗреннӗ. Кайран Ҫурҫӗрти тинӗс авиацинче службӑра тӑнӑ. Унтан ӑна космонавтсен отрядне суйласа илнӗ.

(Тӗнчере чи малтан уҫлӑха этем ҫул тытни ҫинчен Левитан сассине итлесси)

Шӑп 50 ҫул каярах ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 1961-мӗш ҫулта

Ю. А. Гагарин уҫлӑха ҫӗкленнӗ. Вӑл унта 108 минут пулнӑ. Ҫӗр ҫине герой пулса таврӑннӑ. Экипажсем, шутласа парӑр-ха миҫе сехет пулать вӑл?

- ….(Ачасем шутлаҫҫӗ)

2-мӗш ача: Апрелӗн ӑшӑ ирӗ. Ырӑ ир.

Ҫав ир епле хумхантӑмӑр эпир.

Совет ҫынни, Гагарин, космосра.

Этем вӗҫет, вӗҫет-ҫке Ҫӗр тавра!

Вӗҫевӗ пулчӗ ӑнӑҫлӑ. Тӗнче

Ал ҫупрӗ мар-и кӑмӑл туличчен!

Хӑҫантанпа этем ӗмӗтленетчӗ

Ҫапла вӗҫмешкӗн – ӗмӗтне ҫитерчӗ.

Вӑл сирчӗ те Ҫӗр туртӑмӗн вӑйне,

Ҫул тытрӗ йӑлтӑр ҫӑлтӑрсем патне.

Гагарин, куртӑн эсӗ ун чухне

Аннемӗр- Ҫӗр мӗнле илемлине.

Тӗлӗнмелле эс паттӑрлӑх кӑтартрӑн,

Ҫӗршыв чапне тата ҫÿле хӑпартрӑн.

(Н. Сандров)

Ҫав куна халалласа ака уйӑхӗн 12-мӗшне Космонавтика кунӗ тесе уявлатпӑр. Кӑҫал вара уҫлӑха тухни 50 ҫул ҫитнӗ май пирӗн ҫӗршывра Космонавтика ҫулӗ.

  1. Космонавт - 3.

2-мӗш ача: Кӑвак хуппи йӑл-йӑл вылярӗ,

Тинех чӑваш та вӑй илет.

Ирпе Мускав хыпар каларӗ:

«Чӑваш ҫӑлтӑрсемпе пуплет»

(Стихван Шавли)

Уҫлӑх ҫинчен калаҫнӑ чух эпир, палах, хамӑр ентешсене манмастпӑр. Ачасем, кам ҫинчен ман калаҫу?

- ….. (Ачасем ответлеҫҫӗ)

3-мӗш ача: Тÿпере вӗҫсе ҫÿрерӗн

Кӑйкӑрпа пӗр тан,

Эс чӑваш ятне ҫӗклерӗн,

Паттӑр Андриян.

Уйӑха салам каларӑн

Анлӑ Атӑлтан,

Ҫӑлтӑра та эс пуҫ тайрӑн,

Паттӑр Андриян.

(Ю. Сементер)

4-мӗш ача: Тÿперен вут-ҫиҫӗм анаканччӗ,-

Ку ҫӗкленчӗ, ҫиҫрӗ ҫӗр ҫинчен:

Ик хутчен вӑл космоса ӑсанчӗ

Байконурӑн космодромӗнчен.

Ҫӗнӗ чаплӑ ӗҫ ҫинчен кӗрлерӗҫ –

Хыпарларӗҫ пӗтӗм тӗнчене.

Андриян – чӑваш – ҫӗклерӗ

Ҫӑлтӑрсем таран Ҫӗршыв ятне!

(Н. Евстафьев)

А. Г. Николаев – уҫлӑха тухнӑ виҫҫӗмӗш космонавт, чӑваш ятне ҫӑлтӑрсем таран ҫӗкленӗ чӑваш. (Слайд) . Вӑл 1929-мӗш ҫулта авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче ҫуралнӑ. 1947-мӗш ҫулта Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман техникумне пӗтернӗ. 1954 ҫулта Чернигов хулинчи ҫар авиаци училищинчене вӗренсе тухнӑ. 1960-мӗш ҫулта ӑна космонавтсен отрядне суйласа илнӗ. А. Г. Николаев тӗнче уҫлӑхӗнче 2 хут пулнӑ. Малтан 1962-мӗш ҫулта ҫурла уйӑхӗн 11-15 –мӗшӗсенче «Восток -3» караппа вӗҫнӗ. Кайран 1970- мӗш ҫулта ҫӗртме уйӑхӗн 1-19 –мӗшӗсенче «Союз-9» карап ҫинче. Вӑл 2 хут Совет Союзӗн Геройӗ.

5-мӗш ача: Ҫӑлтӑр витӗр выртан ҫулпалан,

Ҫӗршыв панӑ ҫунат – вӑйпалан

Улӑп-паттӑр вӗҫет космосра,

Ҫаврӑнать Ҫӗр-планета тавра.

Вӑл Гагарин, Титов пек вӗҫет,

Унран пӗтӗм тӗнче тӗлӗнет.

Ӑна, харсӑр чӑваш ачине,

Пултаруллӑ Совет ҫыннине,

Саламлать ҫӗрӗм-шывӑм, анне.

(Василий Давыдов-Анатри)

- Ачасем, чӑвашсенчен тата кам уҫлӑхра пулнӑ-ши?

-….

(Муса Кираманович Манаров, Николай Михайлович Бударин) (Слайд)

  1. Физкультминутка Космос зарядки

Юрӑ юрласси («Самолёт» Кӗвви А. Токаревӑн, сӑвви Е. Афанасьевӑн)

  1. ^ Космонавтсен ӗҫӗ ҫинчен.

Уҫлӑхра Ҫӗр ҫинчи пек мар. Унта сывлӑш ҫук. Ҫынсен те, япаласен те йывӑрӑш ҫук, кӑкарса хумасан пурте вӗҫеҫҫӗ. Ӑна вырӑсла «невесомость» теҫҫӗ. Ҫынсен карапран уҫӑ космоса тухас кӑмӑл пысӑк пулнӑ. 1965 ҫулта ҫын уҫӑ космоса тухнӑ. Вӑл Совет космонавчӗ Алексей Архипович Леонов пулнӑ. (Слайд)

Уҫлӑхран таврӑнсан вӑл хӑй курнине ÿкечӗксенче кӑтартнӑ.

1969 ҫулта ҫын уйӑх ҫинче те пулса курнӑ. Вӑл Америка астронавчӗ Нил Армстронг (Слайд)

Ятарлӑ тумтирсӗр уҫлӑхра май ҫук. Космонавтсен ятарлӑ тумӗ мӗн?

- …. Скафандр (Слайд)

Космонавтсен апачӗ мӗнле-ши?

_ …. (ачасем хуравлаҫҫӗ)

Ҫапла, ачасем, космонавтсен малтанхи апачӗсем тюбиксенче пулнӑ. Халӗ апатсем тюбиксенче ҫеҫ мар, чӗрӗ улма- ҫырла та пур (киви, апельсин, пан улми). Тата уҫлӑх апачӗ шутне лаваш кӗрет. Лаваш пысӑк пашалу евӗрлӗ шурӑ ҫӑкӑр. Вӑл час типмест тата тӗпренмест. Маларах космонавтсем уҫлӑхра темиҫе сехет е темиҫе талӑк пурӑннӑ пулсан, халӗ вара вӗсем унта темиҫе уйӑхран пуҫласа ҫур ҫул ытла та пурӑнаҫҫӗ. Муса Манарова Гиннес рекорчӗсен кӗнекине космосра нумай пурӑнакан тесе кӗртнӗ (366 кун)

  1. ^ Космонавтсен ӗҫӗн пӗлтерӗшӗ.

Мӗн тӑваҫҫӗ-ши космонавтсем тӗнче уҫлӑхӗнче? Ачасем, эсир мӗнле шутлатӑр?

- …(Ачасен хуравӗсем)

Космонавтсен ӗҫӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Эпир карас телефонӗсемпе усӑ курни, телевизорпа 100-шер канал пӑхни, интернетпа усӑ курни космонавтсен ӗҫӗсӗр пулайман пулӗччӗҫ. Уҫлӑхра нумай-нумай тӗпчев ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ: Йывӑрӑшсӑр эрешмен картине карма пултарать-и? Пулӑсем ӑҫталла ишеҫҫӗ? Пыл хурчӗсем карас тума пултараҫҫӗ-и? Космонавтсем уҫлӑхра тулӑ ÿстереҫҫӗ, лӗпӗшсене ҫитӗнтереҫҫӗ. 1990 ҫулта «Мир» уҫлӑх станцийӗнче ҫӑмартаран путене чӗппи тухнӑ. 6 грамм туртакан чӗпӗ уҫлӑхра хӑйне чиперех туйнӑ. Пурнӑҫпа уҫлӑх пӗр-пӗрне хирӗҫлеменнине ӗнентерсе панӑ.

  1. ^ Космонавтсен мӗнле пулмалла?

Уҫлӑха вӗҫме пуҫласан ҫӗр ҫинче ҫӗнӗ профессии пулса тӑнӑ. 1960 ҫулта Совет правительстви космонавтсем ҫинчен Положени ҫирӗплетнӗ, ҫӗнӗ профессие закона кӗртнӗ.

Мӗнле пулмалла-ха космонавт?

6-мӗш ача: Космонавт пуласси ҫӑмӑл мар:

Сывлӑх кирлӗ, юман пек патвар,

Тÿпере ҫиҫӗмле вӗҫмелле,

Йывӑра ҫӗнтерме пӗлмелле.

(Василий Давыдов-Анатри)

Малтанхи космонавтсен отрядне 3000 ҫынран 20 ҫын суйласа илнӗ. Вӗсем ҫирӗп сывлӑхлӑ , ҫӗнӗ те хӑрушӑ ӗҫрен хӑраман, тӗпчев ӗҫне юратакан, 25-30 ҫулсенче, 170-175 см ҫÿллӗш, 70-72 кг йывӑрӑш пулмалла пулнӑ.

Космонавтсем арҫынсем ҫеҫ мар хӗрарӑмсем те пулнӑ. Пӗрремӗш хӗрарӑм -космонавт кам пулнӑ?

- …. (Ачасем хуравлаҫҫӗ)

Валентина Владимировна Терешкова. Хӗрарӑм –космонавтсем пирӗн ҫӗршывра ҫеҫ мар ытти ҫӗршывсенче те пулнӑ. (Слайд)

Эсир те лайӑх вӗренсен, ӗҫлеме ÿркенмесен, ҫирӗп сывлӑхлӑ пулсан космонавт пулма та пултаратӑр. Малашне уҫлӑха туристсен карапӗсем те ҫула тухӗҫ. Шутласа пӑхӑр, каникул вӑхӑтӗнче Уйӑх ҫине кайса килсен епле аван пулӗччӗ! Ӗмӗт пурнӑҫлантӑр тесен мӗн тумалла?

- ….(Ачасен хуравӗсем)

7-мӗш ача: Ӗмӗт

Манӑн ӗмӗт: вӗҫевҫӗ пуласчӗ,

Тек выляччӑр ҫумра ҫӑлтӑрсем.

Тÿперен аннене саламласчӗ,

Саламласчӗ сире те, туссем.

Тӗрлӗрен тӗпчевсем ман тӑвасчӗ

Таса пултӑр тесе ҫӗр-анне.

Ҫӗн планета ҫине ҫул хывасчӗ,

Ман тупасчӗ унта туссене.

(Павлова О. Н.)

  1. ^ Творчество ӗҫӗ.

Халӗ пурте уҫлӑх карапӗсем вӗҫтерсе яракан вырӑна ҫитӗпӗр. Кам пӗлет, уҫлӑха ракетӑсем ӑҫтан вӗҫеҫҫӗ?

- … . (Байконуртан) (Слайд)

Ракетӑсене космоса ҫитерекен конструктор Сергей Павлович Королёв пулнӑ. (Слайд)

Эпир те халь конструкторсем пулӑпӑр. Экипажсем , хатӗр-и? Ракета ӑсталама тытӑнӑр. (Танграмм деталӗсенчен ракета пуҫтараҫҫӗ). Халӗ ҫак ракетӑпа уҫлӑха ҫул тытӑпӑр.

8-мӗш ача: Манӑн ӗмӗт

Эпӗ виҫҫӗмӗш класра.

Манӑн ӗмӗт пысӑк:

Эп вӗҫесшӗн уҫлӑха-

Шухӑшсем пит кӑсӑк.

Эп илесшӗн хампала

Кампура, Пиҫука,

Турикасри Машука –

Манӑн ҫывӑх тусӑма.

  1. Килти ӗҫ.

Урӑх планетӑри ҫынна ÿкерсе килӗр. Унти пурнӑҫ ҫинчен калав тӑвӑр.

  1. ^ Занятие пӗтӗмлетесси.

Паянхи занятии кӑмӑла кайрӗ пулсан пуҫ пÿрнине ҫÿлелле ҫӗклӗр. Мӗн ҫӗннине пӗлтӗр?

Занятие хаваслӑ юрӑпа вӗҫлӗпӗр.

(«Вӗҫӗпӗр те кайӑпӑр» Сӑвви Ал. Галкинӑн, кӗвви А. Андреевӑн)

^ Усӑ курнӑ литература:

Сементер Ю. Йӗс шӑнкӑрав. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд. - 1991ҫул

Сандров Н. Сӑвӑсемпе поэмӑсем. Ш: Чӑваш кӗнеке изд. - 1981ҫул

Евстафьев Н. Мускав вӑхӑчӗпе. Ш: Чӑваш кӗнеке изд. – 1978 ҫул

Стихван Шавли. Ҫӑлтӑр ҫынни. Ш: Чӑваш кӗнеке изд. – 1963 ҫул

Вас. Давыдов-Анатри. Октябрь тантӑшӗ. Ш: Чӑваш кӗнеке изд. – 1968 ҫул

Тӑвай район хаҫачӗ. Ял ӗҫченӗ, 31 № - 2011 ҫул

«Самант» пуш 3 № 2011 ҫул

«Эпир юрлатпӑр» сост. Лукин Ф. М. Ш: Чӑваш кӗнеке изд. – 1975 ҫул

«Чӑваш музыки 1-4 классенче» Ш: Чӑваш кӗнеке изд. – 2001 ҫул

«Начальная школа» метод. журнал. Издат. Дом 1 сентября №4 2011 ҫул

Новая энциклопедия школьника . М: «Махаон» 2008г.

Схожі:

Ильина Елена Николаевна Инҫет ҫӑлтӑр ҫути илӗртет Класс тулашӗнчи заняти 3-мӗш класс валли 2011çул iconЛитература вулавӗ ̶ кӗҫӗн класра вӗренекенсене хатӗрленӗ ҫӗрте тӗп...
Пуҫламӑш шкулти 4 класс валли чӑваш литературин ӗҫ программине Т. В. Артемьева, О. И. Печников, Р. Н. Петрова, ӑслӑлӑх ертӳҫи М....
Ильина Елена Николаевна Инҫет ҫӑлтӑр ҫути илӗртет Класс тулашӗнчи заняти 3-мӗш класс валли 2011çул icon9- а, 9- б, 9-в класс
Повторити творчість М. Хвильового, О. Вишні, Є. Маланюка, Ю. Яновського (за підручником)
Ильина Елена Николаевна Инҫет ҫӑлтӑр ҫути илӗртет Класс тулашӗнчи заняти 3-мӗш класс валли 2011çул iconВідомість результатів III єтапу Всеукраінськой олімпіади з біології ( 11 класс 2012 рік )

Ильина Елена Николаевна Инҫет ҫӑлтӑр ҫути илӗртет Класс тулашӗнчи заняти 3-мӗш класс валли 2011çул iconОдесская федерация спортивного ориентирования
Класс дистанції: юнацьких розрядів; Ранг змагань: 8 балів іі-ю 114% 00: 20: 38; ііі-ю 138% 00: 24: 58
Ильина Елена Николаевна Инҫет ҫӑлтӑр ҫути илӗртет Класс тулашӗнчи заняти 3-мӗш класс валли 2011çул iconУрок №12 7 класс Тема: Валентність хімічних елементів
Завдання: 7 пар. Кожна пара одержує картку з номером валентності: 1 гр. – ІІ; 2 гр. – ІІІ; 3 гр. – ІV; 4 гр. – V; 5 гр. – I; 6 гр....
Ильина Елена Николаевна Инҫет ҫӑлтӑр ҫути илӗртет Класс тулашӗнчи заняти 3-мӗш класс валли 2011çул iconПротокол результатів змагань з орієнтування
Класс дистанції: юнацьких розрядів; Ранг змагань: 1 балів ііі-ю 114% 00: 22: 52
Ильина Елена Николаевна Инҫет ҫӑлтӑр ҫути илӗртет Класс тулашӗнчи заняти 3-мӗш класс валли 2011çул iconУправление по делам физической культуры и спорта Одесской облгосадминистрации
Класс дистанції: юнацьких розрядів; Ранг змагань: 14 балів і-ю 102% 00: 07: 17; іі-ю 123% 00: 08: 47; ііі-ю 150% 00: 10: 43
Ильина Елена Николаевна Инҫет ҫӑлтӑр ҫути илӗртет Класс тулашӗнчи заняти 3-мӗш класс валли 2011çул iconПротокол результатів змагань з орієнтування
Класс дистанції: юнацьких розрядів; Ранг змагань: 4 балів іі-ю 105% 00: 34: 39; ііі-ю 129% 00: 42: 34
Ильина Елена Николаевна Инҫет ҫӑлтӑр ҫути илӗртет Класс тулашӗнчи заняти 3-мӗш класс валли 2011çул iconДомашнее задание на период карантина Класс
Леонід Смілянський. «Лідер» стор. 156-164, читати виразно, переказувати, питання на стор. 163
Ильина Елена Николаевна Инҫет ҫӑлтӑр ҫути илӗртет Класс тулашӗнчи заняти 3-мӗш класс валли 2011çул iconУрок №2 8 класс Тема: Хімічні реакції. Повторення матеріалу
Завдання: Порівняти особливості хімічних елементів Fe та o І простих речовин заліза та кисню. Кожна група одержує своє завдання І...
Додайте кнопку на своєму сайті:
Школьные материалы


База даних захищена авторським правом © 2014
звернутися до адміністрації
uchni.com.ua
Головна сторінка